Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Обращение председателя землячества А.Кузнецова "Пĕрлĕхре - ентешлĕх вăйĕ" ко Дню землячества в Чебоксарах

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://marpos.cap.ru/

Вĕçен кайăк таçта аякка вĕçсе кайсан та яланах хăйĕн йăвине каялла таврăнать, ман шутпа, пирĕн те вĕсенчен "тĕслĕх" илмелле. Тăван атте-анне парнеленĕ çĕре ялан асра тытмалла, унпа мухтанмалла, хăнана час-час килсе çỹремелле, пĕр-пĕринпе хутшăнмалла, савăнмалла, тĕрлĕ уявсем пĕрле ирттермелле. Хăшпĕр чух йышпа пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явни те питĕ усăллă. Шăп çак шухăш ентешлĕх ĕçĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсенчен пĕри тесе шутлатăп эпĕ. Ытарайми тăванăмсем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире пурне те хамăрăн уяв, пирĕн тăван районăн "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх кунĕ ячĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламлатăп! Пурнăçăн анлă сукмакĕпе утма ырлăх-сывлăх, вăрăм кунçул, иксĕлми телей, ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем, çемьере ăнăçу, ăнлану, юрату тата мĕнпур пурнăçри ыррине кăна сунатăп! Самант - шăпа панă чи хаклă парне, Пĕлесчĕ, туссем, пурнăçа хаклама. Васкар юратма, пулăшма пĕр-пĕрне, Васкар тав тума, каçарма, ăнланма... Чăннипех те питĕ тарăн шухăш хывнă Альбина Юрату сăвăç эпĕ шăрантаракан "Пурнăç юррин" сăвă йĕркисенче. Енчен те паянхи кун кашни çын вĕсене пăхăнса пурăнас пулсан, пурнăç тĕлĕнмелле илемлĕ пулмалла, çынсем, юмахри пек, савăнса, юрласа, пĕр-пĕрне чунтан хисеплесе пурăнмалла. Аса илер-ха пирĕн асаттесемпе асаннесем мĕнле пурăннине, ял çыннисем пĕр-пĕрин патне еплерех хăнана çỹренине. Çапла, ним çукран уяв тунă, ĕçлеме те, савăнма та пĕлнĕ. Ăçта кайса кĕчĕç-ха çак йăла-йĕркесем, хăш арчара выртаççĕ вĕсем( Пурнăç кашни кун лайăххи енне улшăнса пырать тетпĕр, енчен те халиччен нумайăшĕ çуран çỹренĕ пулсан, халĕ чаплăран та чаплă машинăсемпе ярăнатпăр. Маларах вăрмана вутă хатĕрлеме кайнă пулсан, халĕ кашни килте тенĕ пекех "кăвак çулăм" çунать. Пур ĕçе те çăмăллатса, килти хуçалăхра тĕрлĕ техникăпа усă кураççĕ, пурин те тенĕ пек кĕсъе телефонĕсем пур тата ытти те. Çак тĕслĕхсене шута илсен, паянхи кун пурнăç самаях çăмăлланнă. Çавна пула вăхăчĕ те ытларах пулмалла пек, анчах та, шел пулин те, куç умне урăхла ỹкерчĕк тухать. Çынсем пĕр-пĕринпе сахалтарах хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрне кĕвĕçеççĕ, ăмсанаççĕ, юлташсене сутаççĕ, çемьесем арканаççĕ... Ăçталла кусатпăр эпир, пĕрре те ăнланмастăп. Ман шутпа, хуравне кашни çыннăн хăйĕн чĕринче шырамалла, пурин те кар тăрса хăй çине яваплăх илмелле. Çавăн чухне кăна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пурнăçа лайăхлатма пулать пуль тесе шутлатăп. Эпĕ "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх ертỹçи пулнă май районти нумай яла çитетĕп, вĕсенче мĕнлерех уявсем ирттернине, ял халăхĕ мĕнлерех пурăннине куратăп. Хăшпĕр ялта уявсем пачах ирттермеççĕ, теприсем йĕркелеççĕ-ха, анчах халăхĕ пуçтарăнмасть. Урамсем вĕлтрен, пиçен, армути ăшне путнă. Кун пирки тата та нумай çырма пулать. Хут чăтать, анчах чун - макăрать! Тăванăмăрсем! Енте-шĕмĕрсем! Сĕнтĕрвăррисем! Паянхи кун çỹлерех сăнланă ỹкерчĕке эпир пĕрле пухăнса çутă тĕслĕ сăрăсемпе илемлетме пултаратпăр. Çумкурăксене пĕтерсе, вĕлтрен вырăнне тĕрлĕ хитре чечексем лартса, ялта пурăнакан ватă çынсен чунĕсене тĕрлĕ чаплă уявсем туса парса хăпартлантарма тата нумай тĕрлĕ ырă ĕçпе тăван атте-анне ялне çỹлти шая çĕклеме пултаратпăр. Пирĕн районта пурĕ 78 ял тата Сĕнтĕрвăрри хули. Ентешлĕх правленийĕ вунтăхăр çынран тăрать. Ман шутпа, правленире кашни ялтан сахалтан та пĕр представитель пулмалла, ун чухне вара тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ вăхăтра пĕр ял та айккинче тăрса юлмĕ. "Пĕрлĕхре - вăй",- тесе ахаль каламан, пирĕн пурне те ерипен хĕртсе, вут-кăвар пек тивертсе пымалла, пĕри ывăнсан ăна хавхалантарса алă тăсмалла. Чи пĕлтерĕшли - ял тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле канашласа ĕçлемелле. Вĕсем мĕн туса парасса кĕтсе ларсан çеç нимĕн те улшăнмасть. Ентешлĕх ĕçĕ, паллах, тỹ-левсĕр ĕç, çапах та тĕнчере нумай ырă çын пур. Вĕсен шутĕнче - хăйсен çуралнă вырăнĕсемпе мухтанаканнисем, ĕçлес тата пулашас текеннисем. Пурте пĕр чăнлăха аван ăнланатпăр: çак çĕр çине эпир вăхăтлăха, хăнана çеç килнĕ. Çавăнпа та пурăннă чух савăнма пĕлесчĕ, тус-юлташсене мухтаса ырă сăмахсемпе, ĕçсемпе хавхалантарасчĕ. Тен, сумлă ĕçĕмĕрсене курса ыттисем те пирĕн пек пулма тăрăшĕç. Хăйсем çуралса ỹснĕ вырăнсене каялла таврăнĕç, ял валли асăнмалăх-савăнмалăх сăваплă парнесем илсе килĕç, çĕнĕрен те çĕнĕ çуртсем çĕклĕç, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулĕç. Ман шутпа, пушанса пыракан яла васкаса таврăнас текенсем сахалтарах, çавăнпа та паянхи пуянлăха пĕрле упраса хăварасчĕ. Хамăн шухăшăмсене вĕçленĕ май çапла чĕнсе калассăм килет: "Тăвансем, енчен те эпĕ каланипе килĕшетĕр пулсан е хăвăр чунăрсенче тĕрлĕ шухăш пур пулсан, ентешлĕх ĕçĕ-хĕлĕ сире кăсăклантарсан, пирĕн командăна кĕме пултаратăр. Сире хапăл тусах йышăнăпăр. Манпа çыхăнмалли телефон: 89278506736, электронлă адрес: andrei-kyz@mail.ru.

А. КУЗНЕЦОВ,

Сĕнтĕрвăрри районĕн "Сĕнтĕр Ен" ентешлĕх ертỹçи.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

 

Система управления контентом
429570, г.Мариинский Посад, ул.Николаева, д.47
Телефон: 8(83542) 2-19-35
Факс: 8(83542) 2-19-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика